| 2289 | Лашасӑр алсӑрпа пӗрех. | Ут — Лаша |
| 2291 | Лаши кӑтӑрмасӑр пӗкки хуҫӑлмасть. | Ут — Лаша |
| 2293 | Лаши май пушши, ҫӳпҫи май хупӑлчи. | Ут — Лаша |
| 2292 | Лаши май пушши. | Ут — Лаша |
| 2294 | Лаши пулман — суха тунӑ. | Ут — Лаша |
| 2295 | Лаши пулсан пушши пулӗ. | Ут — Лаша |
| 2296 | Лаши пуррин тилхепи ҫук тет. | Ут — Лаша |
| 2297 | Лаши тутарӑн, тихи чӑвашӑн. | Ут — Лаша |
| 2298 | Лашине вӑрласан йӗвенне те хыҫӗнчен тухса ывӑт теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2299 | Лашине парсан та пушшине памарӑм. | Ут — Лаша |
| 1922 | Лӑпкӑ йытӑ вӑрттӑн ҫыртать. | Йытӑ |
| 2037 | Макра кушак ырхан пулать. | Кушак — Шӑши |
| 1923 | Мӑнтӑр йытӑ хуҫине ҫыртать. | Йытӑ |
| 2362 | Мӑнтӑрланнӑҫем чӑхӑн кучӗ пӗрӗнсе пырать. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2068 | Мулкач йӗлтӗр йӗррипе чупмасть. | Мулкач |
| 2069 | Мулкач йӗрри упа умне тӑратнӑ. | Мулкач |
| 2070 | Мулкач калать: «Анаталла хуранна ҫак, тӑвалла хуранна антар», — тет. | Мулкач |
| 2071 | Мулкач хыт чупать, анчах ӑна та тытаҫҫӗ. | Мулкач |
| 2072 | Мулкача ури тӑрантарать. | Мулкач |
| 2073 | Мулкачӑн епле хытӑ сиксен те йӗрӗ юлать теҫҫӗ. | Мулкач |
| 2074 | Мулкачӑн тути катӑк, хӳри татӑк. | Мулкач |
| 2075 | Мулкачӑн хӳри кӗске, айванӑн турти кӗске. | Мулкач |
| 1678 | Начар выльӑх шӳрпинчен вӑтаннӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1679 | Начар выльӑха ҫитӗнтериччен ҫитӗнтерменни. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1924 | Начар йытӑ та самӑр пек курӑнма тӑрӑшать. | Йытӑ |
| 2301 | Начар лаша ҫул пӑсать, лайӑх лаша ҫул юсать. | Ут — Лаша |
| 2302 | Начар лаша тилхепе вӗҫҫӗн те пырать. | Ут — Лаша |
| 2303 | Начар лаша час тарлать. | Ут — Лаша |
| 2304 | Начар лашан нуши нумай. | Ут — Лаша |
| 2305 | Начар лашапа ҫул хӗррипе ҫӳреме. | Ут — Лаша |
| 2306 | Начар лашаран лайӑх тиха кӗтме ҫук. | Ут — Лаша |
| 2307 | Начар утшӑн хӳри те йывӑр. | Ут — Лаша |
| 2363 | Начар чӑхӑн ҫӑмарти сахал. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
| 2098 | Нумай пурӑнсан сысна усалланать. | Сысна |
| 2308 | Парӑ лашана пушӑ кирлӗ мар. | Ут — Лаша |
| 2165 | Патакпа ҫапсан упа та ташлама вӗренет. | Упа |
| 1789 | Пӑру вӑкӑр ертнӗ пулсан ӗнине сут теҫҫӗ. | Ӗне |
| 1790 | Пӑруран ӗне ту, хӗртен арӑм ту. | Ӗне |
| 1791 | Пӑрушӗ ҫинӗ чух ӗни пӑр та ҫулать. | Ӗне |
| 2099 | Пӑх ҫиме вӗреннӗ сысна пӑх ҫисех вилет. | Сысна |
| 2310 | Пӗр лашана икӗ хут хӑмӑт тӑхӑнтартмаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
| 2076 | Пӗр ҫӗрлӗхе мӑкаҫ тирӗ те тӳснӗ. | Мулкач |
| 2311 | Пӗр ута касни пин ута ҫитет. | Ут — Лаша |
| 1792 | Пӗр чӗкӗреллӗ ӗне пӗтӗм кӗтӗве варалать. | Ӗне |
| 2166 | Пӗр шӑтӑкра икӗ упа шӑнӑҫаймасть. | Упа |
| 2086 | Путенерен ҫу ил, тӑманаран тӗк ил. | Сурӑх |
| 1681 | Самӑр выльӑх хуҫине паллами пулать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1680 | Самӑр выльӑхӑн пӑхӗ те паттӑр. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1925 | Самӑр йытӑ хӳрипе вылять. | Йытӑ |
| 2087 | Самӑр сурӑхӑн путекки те самӑр пулать. | Сурӑх |